Главная страница

Урок юхӑмĕ. Ачасене сывлӑх сунни



Скачать 67.36 Kb.
НазваниеУрок юхӑмĕ. Ачасене сывлӑх сунни
Дата18.02.2016
Размер67.36 Kb.
ТипУрок

Урокра мĕн тумалла?

Тĕллевсем: фонетика, лексикӑпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, диалог тата монолог (ӳкерчĕкри ачасем çинчен), çыру хӑнӑхӑвĕсене аталантарасси.

Лексика материалĕ: тарӑн шухӑш, тем те.

Грамматика материалĕ: мĕн тумалла? ыйтури глаголсем.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимеди проекторĕ, каточкӑсем, асамлӑ чечек.

Урок юхӑмĕ.

1. Ачасене сывлӑх сунни.

−Сывлӑх сунатӑп сире, ачасем! Ырӑ та телейлĕ вӑхӑт тĕлне пултӑр пирĕн паянхи урок. Паян пирĕн патра хӑнасем пур. Вĕсене те сывлӑх сунӑр, тархасшӑн.

−Ларӑр. Паян класра кам дежурнӑй?

−Класра кам çук?

−Паян миçемĕш число?

−Мĕн кун?

−Халĕ çулталкӑн хӑш вӑхӑчĕ?

−Паян мĕнле çанталӑк?

−Маттур, ачасем! Ларӑр.
2. Урок йĕркипе паллаштарни.

−Сегодня на уроке поговорим о глаголах, отвечающих на вопрос мĕн тумалла?(слайд çинче) Прочитаем стихотворение Сентти, составим о нём рассказ, поговорим о том, что нужно делать на уроках, а что делать нельзя. Выполним разные интересные задания.
3. Аудированипе фонетика хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.

−Ман хыççӑн калӑр:

Мĕн тумалла?

Пĕр-пĕрне юратмалла,

Мĕн тумалла?

Ырлăх-сывлăх сунмалла!

Мĕн тумалла?

Шкулта лайăх вĕренмелле,

Мĕн тумалла?

Ялан «пиллĕк» илмелле!
4. Килти ĕçе тĕрĕслени.
5. Лексикӑпа грамматика хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.
1-мĕш ĕç (3 слайд)

Пурте пĕрле ĕçлетпĕр. Эпĕ вулатӑп, эсир куçаратӑр:

Сунмалла

Саламламалла

Шăвармалла

Ыйтмалла

Çырмалла

Çимелле

Вĕренмелле

Пĕлмелле

Вĕрентмелле

Итлемелле


2-мĕш ĕç (3 слайд)

−Продолжите правило.

Если глагол имеет аффикс -малла(-мелле), то это обозначает, что данная форма глагола отвечает на вопрос мĕн... ( тумалла?)
3-мĕш ĕç (5-7 слайдсем)

−Манӑн ыйтусем çине хуравлӑр:

1) «Пиллĕк» илес тесен мĕн тумалла? («Пиллĕк» илес тесен лайӑх вĕренмелле)

2) Сывлӑхлӑ пулас тесен мĕн тумалла?(Сывлӑхлӑ пулас тесен зарядка тумалла)

3) Шӑмӑсем çирĕп пулччĕр тесен мĕн тумалла? (Шӑмӑсем çирĕп пулччĕр тесен сĕт ĕçмелле)
Куç зарядки:

−Ачасем, эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне юратмалла, хисеплемелле терĕмĕр. Апла пулсан пĕр-пĕрне мĕн сунмалла? (Что нужно желать друг-другу если любишь и уважаешь? В классе спрятаны слова. Вы их знаете. Найдите, прочтите и объясните смысл. Значение слов сопоставьте со словами из нашего волшебного цветка на доске: мир, удача, здоровье, счастье, любовь, добро.)

ТЕЛЕЙ сунмалла

ЮРАТУ сунмалла

СЫВЛĂХ сунмалла

ĂНĂÇУ сунмалла

ЫРЛĂХ сунмалла

ТĂНĂÇЛĂХ сунмалла
6. Монолог хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.
4-мĕш ĕç (8 слайд)

−Пурте пĕрле вулатпӑр, хуравлатпӑр:

1) Камӑн чечек шӑвармалла? (Дашӑн чечек шӑвармалла)

2) Камӑн çĕр улми шуратмалла? (Аннен... .)

3) Камӑн урай шӑлмалла? (Катьӑн... .)

4) Камӑн кĕнеке вуламалла? (Никитӑн ... .)

5) Камӑн урай çумалла? (Викӑн ... .)

6) Камӑн кукӑль пĕçермелле? (Ольӑн... .)

−Халĕ вара пĕри ыйту парать, тепри хуравлать. Сӑмахран:

Дашӑн мĕн тумалла? (Дашӑн чечек шӑвармалла)
7. Диалог хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.

− Выберите одного из ребят и составьте о нём вопросы и ответы по образцу: Камӑн урай шӑлмалла? Катьӑн урай шӑлмалла. Катя мĕнле хĕр ача? Катя ĕçчен хĕр ача. Вӑл мĕн тавать?Вӑл урай шӑлать.
8. Грамматика хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.
5-мĕш ĕç (9 слайд)

Пурте пĕрле ĕçлеççĕ.

−Составьте вопросы по образцу: Ленăн кĕнеке вуламалла. Ленăн мĕн тумалла?

  1. Тольăн апат çимелле.

  2. Янăн сок ĕçмелле.

  3. Сашăн текст вуламалла, ăна куçармалла.

  4. Алинăн пахчара ĕçлемелле.


Физкультура саманчĕ:

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тӑваттӑ,

Пирĕн пысӑк пулмалла.

Физзарядка, физзарядка,

Физзарядка тумалла.

Пиллĕк, улттӑ, çиччĕ, саккӑр,

Пирĕн ӑслӑ пулмалла,

Алӑсене сармалла,

Пилĕксене авмалла.
6-мĕш ĕç (10 слайд).

−Вставьте аффикс -малла или -мелле. Переведите на русский.

Вула..., çыр..., шутла..., ыйт..., хуравла..., итле..., калаç..., ӳкер..., чуп..., сик..., юрла..., вĕрен... . (Вĕçе-вĕçĕн ĕçлеççĕ, глаголсене вырӑсла куçараççĕ)

−С помощью данных слов, придумайте предложения

Урокра

Шкулта

Стадионта

Математика урокĕнче

ИЗО урокĕнче

Музыка урокĕнче

Физкультура урокĕнче

Чăваш чĕлхи урокĕнче
7-мĕш ĕç (11 слайд).

−Ачасем, лайӑх вĕренекенĕн шкулта мĕн тумалла мар?

Ĕç йĕрки: а) вĕрентекен предложение вырӑсла калать. Ачасем чӑвашла çырнине вулаççĕ.

  1. В школе надо баловаться (шкулта алхасмалла)

  2. Надо получать «двойки» («иккĕсем» илмелле)

  3. Не расслышать, то, что говорит учитель (вĕрентекен каланине илтмесĕр юлмалла)

  4. На переменах бегать (переменăра чупмалла)

  5. Надо забывать делать домашние задания (килти ĕçсене тума манмалла)

  6. В школу идти не прочитав книгу (шкула кĕнеке вуламасăр каймалла)

ӑ) пурте пĕрле калуллӑ предложенисенчен çуклӑ предложенисем йĕркелеççĕ.
9. Вулав хӑнӑхӑвĕсене аталантарни
8-мĕш ĕç.(12-13 слайдсем).

Ĕç йĕрки:

а)словарь ĕçĕ:

тарӑн - глубокий;

шухӑш - мысль;

Кайрӑм тарӑн шухӑша - задумался;

тем те - что только.

ӑ) вĕрентекен хыççӑн çурма сасӑпа вуласа пыраççĕ;

б) вĕрентекен сӑмах майлашӑвĕсене вырӑсла калать, ачасем вĕсене чӑвашла куçараççĕ; в) вĕрентекенпе пĕрле тепĕр хут вулаççĕ; в) тӑватшарӑн вулаççĕ.

Кайрӑм тарӑн шухӑша:

Шкулта тем те тумалла.

Кĕнеке ... (надо читать),

Примерсем ... (надо решать),

Юрӑсем ... (надо петь),

Столовӑйне ... (надо идти),

Унта апат ... (надо есть),

Урокра ... (надо слушать),

Тӑрӑшса ... (надо учиться),

Ялан «пиллĕк» ... (надо получать).
10. Лексикӑпа грамматика хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.
9-мĕш ĕç.(14 слайд).

−Ачасем слайд çинчи ыйтӑва хуравлӑр

«Санӑн уроксем хыççӑн мĕн тумалла?» (Пĕрер хурав.)
11. Çыру хӑнӑхӑвĕсене аталантарни

10-мĕш ĕç. (çырса)

−Кам маларах предложенисене тĕрĕс вĕçлет?
Карточкӑсем çинче:

Закончи предложения:

Никитӑн задача




Маринӑн юрӑ




Артёмӑн кросс




Кириллӑн ташӑ




Светӑн сӑвӑ




Маркӑн диктант




Глебӑн юмах




Слова для подсказки: çырмалла, вуламалла, вĕренмелле, чупмалла, ташламалла, шутламалла, юрламалла.

Ачасем пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслеççĕ.
12. Калав туни (13 слайд)

С помощью стихотворения, которое вы читали, составьте рассказ о себе. Начать так.

Эпĕ... (Аня) ятлӑ. Пĕрремĕш гимназире виççĕмĕш класра вĕренетĕп. Шкулта манӑн тĕрлĕ ĕç тумалла: кĕнеке вуламалла, ... .
13. Ачасен ĕçне хаклани.

Киле ĕç пани: 1) С помощью упражнения 7(стихотворения) в учебнике (стр. 51), придумать рассказ о себе. Начать так.

Эпĕ ... (Дима). Пĕрремĕш гимназире, виççĕмĕш класра вĕренетĕп. Уроксем хыççӑн манӑн тĕрлĕ ĕç тумалла: кĕнеке вуламалла, ... .