|
Урок теми Вăрçă хĕрарăм сăнарлă мар Урок тĕллевĕсем: пĕлÿ аталантару Предмет, класс
| Чāваш литератури, 7 класс
| Урок теми
| Вăрçă хĕрарăм сăнарлă мар
|
Урок тĕллевĕсем:
| пĕлÿ
| аталантару
| сапăрлăх
| 1)Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă çынсем çинчен пĕлÿ парасси; 2)Хайлавра чăн пурнăçра пулса иртнĕ ĕçсем, çынсем сăнланнине туйтарасси.
| 1) Тĕпчев ĕçĕсем тума хăнăхтарасси, лиро-эпикăлла хайлава тишкерес хăнăхусене аталантарасси.
| 1) Вăрçа тÿссе ирттернĕ çынсене сума - сума, хисеплеме вĕрентесси;
2)Çĕр çинче мир кирлине ăнлантарасси.
| Урок тĕсĕ
| Урок-проект.
| Урокра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем:
| Компьютер, проектор, музыка центрĕ
| Урок юхāмĕ:
| 1 тапхāр
| Класа йĕркелесси
| Тĕллев
| Урок темипе, тĕллевсемпе паллаштарасси
| Вāхāчĕ
| 5 минут
| ИКТпа усā курни
| Презентаци MS Office PowerPoint
| Вĕренекенсен ĕçĕ
| Урок темине тетраде çырасси.
| Вĕрентÿ меслечĕ
| Учитель калаçāвĕ, ыйту-хурав
| Вĕрентекен ĕçĕ
| Кĕвĕ итлеттересси, ыйтусем парасси, слайд кāтартасси
| Çак тапхāрти тĕрĕслев
| Малтанхи пĕлĕве çирĕплетни
| 2 тапхāр
| Тĕп тапхăр.
| Тĕллев
| Ачасен пĕлÿ шайне тĕпчесси.
| Вāхāчĕ
| 5 минут
| ИКТпа усā курни
| Ачасене ĕçлеме паракан теста кāтартасси
| Вĕренекенсен ĕçĕ
| Хāйсем тĕллĕн ĕçлени, кирлĕ ответа шырани
| Вĕрентÿ меслечĕ:
| Учитель āнлантарăвĕ, сāнав
| Вĕрентекен ĕçĕ
| Слайд кāтартасси
| Çак тапхāрти тĕрĕслев
| Тест ыйтăвĕсем
| 2 тапхāр
| Тĕп пай
| Тĕллев
| Поэмăна вĕреннине çирĕплетесси
| Вāхāчĕ
| 25 минут
| ИКТпа усā курни
| MSOfficePowerPoint, слайд кăтартни,мультимеди СД-ROM “От Кремля до Рейхстага»
| Вĕренекенсен ĕçĕ
| Ушкăнпа ĕçлени, уйрăм ачасен хуравĕ\, таблица туни.
| Вĕрентÿ меслечĕ:
| Учитель калаçăвĕ
| Вĕрентекен ĕçĕ
| Мĕн тумаллине кăтартса пырасси, ачасен хуравне итлени, сăнав.
| Çак тапхāрти тĕрĕслев
| Шухăшлаттаракан ыйтусем
| 3 тапхāр
| Урока пĕтĕмлетни
| Тĕллев
| Урокра курни-илтнине пĕтĕмлетесси
| Вāхāчĕ
| 6 минут
| ИКТпа усā курни
| MS Office PowerPoint
| Вĕренекенсен ĕçĕ
| Кластер туни
| Вĕрентÿ меслечĕ:
| Учитель āнлантарăвĕ, сāнав
| Вĕрентекен ĕçĕ
| Ачасен ĕçне пăхса тухса пĕтĕмлетÿ тăвасси.
| Çак тапхāрти тĕрĕслев
| Проблемăллă ыйтусем.
| 4 тапхāр
| Ачасен ĕçне хакласси. Киле ĕç парасси.
| Тĕллев
| Ачасем хăйсем тĕллĕн хатĕрленнине, урокра ĕçленине хакласси.
| Вāхāчĕ
| 4 минут
| ИКТпа усā курни
| Слайд кāтартасси
| Вĕренекенсен ĕçĕ
| Дневника оценка лартни, килти ĕç çырни.
| Вĕрентÿ меслечĕ:
|
| Вĕрентекен ĕçĕ
| Журнала оценка лартасси.
| Çак тапхāрти тĕрĕслев
|
|
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:учитель сăмахĕ; ачасен илемлĕ вулавĕ; эпизодсене суйласа вуласси; ыйту-хурав; кластер, интеллект карта тума хăнăхни; калаçу; пĕтĕмлетÿ.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем:текста палăртуллă вуласси; ыйтусем çине туллин хуравласси; кирлĕ вырăнсене вуласа каланине çирĕплетсе пыни; хайлавăн тĕсне палăртасси; пĕтĕмлетÿ тăвассине аталантарасси.
Предметсем хушшинчи çыхăну: истори.
Литература теорийĕ: лиро-эпикăлла хайлава тишкересси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: слайдсем, аудиодиск «Журавли», мультимеди СД-ROM “От Кремля до Рейхстага»
Урок эпиграфĕ: Хаярлăх пĕтĕм халăхăн
Вĕретĕр чашкăрса
Пĕр çын пекех кар тухрăмăр
Сăваплă вут-вăрçа.
В. Лебедев-Кумач Урок юхăмĕ.
1. Класа йĕркелесси. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
Учитель сăмахĕ.
Сывлăх сунатăп, ачасем. Ларăр. Иртнĕ уроксенче эпир сирĕнпе Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэмин сыпăкĕсемпе паллашнăччĕ. Ушкăнсем çине пайланса тĕпчев ĕçĕсем суйласа илнĕччĕ. Пĕрремĕш ушкăн – историксен ушкăнĕ. Вĕсен тĕллевĕ - поэмăри истори йĕрĕсене палăртасси. Иккĕмĕш ушкăн – литераторсем. Вĕсен тĕллевĕ – поэмăн литературăри хакне палăртасси. Виççĕмĕш ушкăн – пултаруçăсем. Вĕсен тĕллевĕ – вулакана поэмăпа кăсăклантарасси. Паян пирĕн пĕтĕмлетÿ урокĕ. Ушкăнсем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлĕç.
Тетраде число, урок темине çырса хуратпăр «Паттăрсем вилсессĕн те вилмеççĕ».
II Урокăн тĕп пайĕ.
Сăмах паратпăр малтан пултаруллăх ушкăнне. Вĕсем пире хайлав сыпăкне аса илтерĕç.1слайд
Ачасем поэмă сыпăкне пăхмасăр каласа параççĕ.
Халĕисториксене сăмах паратпăр, поэмăра историри хăш тапхăра сăнланă-ши?2слайд
Пер ача вăрçă çинчен кĕскен каласа парать.
Тавтапуç. Çак хăрушă сăмах – вăрçă, Хусанкайăн «Таня» поэмин теми пулса тăрать.
П.Хусанкай пурнăçĕ хайлав темипе епле çыхăннă-ши?3-4слайд
Ача Хусанкай пурнăçĕнчи вăрçă тапхăрĕ çинчен каласа парать.
Тавах. Хусанкай Таня поэмине вăрçа кайичченех çырнă пулин те, унчухнех ĕнтĕ вăл ăс-тăнĕпе лайăх ăнланнă, чун-чĕрипе витĕр туйнă вăрçă - асап, куççÿл, мĕн тери хăрушлăх совет халăхĕшĕн пулнине. Тăван çĕршыва, тăван халăха юратни хистенĕ те ĕнтĕ ăна вăрçа тухса кайма, унта паттăррăн тăшманпа çапăçма.
Малалла литераторсене сăмах. Поэмăри тĕп сăнар кам-ши?,5слайд паллаштарсамăр пире унпа.
Ача Таня çинчен каласа парать.
Таня – Мускав хĕрĕ. Вăрçă пуçланиччен тăрăшса вĕреннĕ, комсомола кĕнĕ. Амăшĕпе килĕштерсе пурăнать, ăна юратса хисеплет.1941 çулхи сивĕ кĕркунне. Таня амăшĕнчен пил илсе партизан пулса тăрать. Вăл разведкăна çÿрет, фашистсен склачĕсене çунтарать.
Анчах пĕррехинче тыткăна лекет. Çапах та вăл хăраса ÿкмест, хăйне хăюллă тытать. ăна çакаççĕ - вăл çав-çавах парăнмасть
Учитель:Чăнах. Таня Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратать. Ун ирĕклĕхĕпе чысĕшĕн вут-çулăм ăшне кĕме хатĕр. Хăйне тăшман умĕнче хăюллă тытать. Юлташĕсене те сутмасть. Мĕн тĕрлĕ асап-терт витĕр тухмасть пуль хĕр-партизанка.
Фашистсен ирсĕрлĕхне, хĕр тÿсĕмлĕхне мĕнле йĕркесенче куратпăр. (9, 10-мĕш сыпăксемпе ĕçлетпĕр.) 9 сыпăк, юлашки 2 абзац;
10 сыпăк, 1-мĕш абзац, 9-мĕш абзац.
4-мĕш абзац. 10-мĕш абзац.
5-мĕш абзац, 11-мĕш абзац.
Çак хайлаври сăнар прототипĕ пур-ши?
Кун çинчен пире историксем каласа парĕç. Ача Зоя Космодемьянская çинчен каласа парать.
Ку вăл – Зоя Космодемьянская. Вăл, чăнах та, партизан пулнă. 1941 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче Петрищево ялне задание кайнă. (8№ слайд, кинокадр.)
Зоя Космодемьянскаяна 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче хĕрарăмсенчен пĕрремĕш çынна Совет Союзĕн Геройĕ ята парса чысланă.
Таня, Зоя Космодемьянская хăйĕн паттăрлăхĕпе, çирĕплĕхĕпе халăха тăшманпа кар тăрса кĕрешме йыхăрать. Çулăмлă ячĕ çапăçура мала чĕнет.
Вăрçăра çапăçнăшăн 250 пин совет хĕрарăмĕ орден-медаль илме тив ĕçнĕ пулнă. Вĕсенчен 86-шĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята илнĕ.
Элкел районĕнче хĕрарăмсенчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне илекенсем çук. Çапах çак ята тивĕçнĕ салтаксем пур. Вĕсем улттăн.(8№ слайд). Ячĕсене сасăпа вулатпăр.
Учитель: Таня – Зоя Космодемьянская – вǎрçǎ çулĕсенчи паттǎр çынсен пĕтĕмлетÿллĕ сǎнарĕ те пулса тǎрать. Автор кунта совет çыннипе нимĕç фашисчĕсен икĕ тĕрлĕ моральне, таса чунпа хура юнлǎ çыннǎн тытǎçǎвне кǎтартать. Çакǎ произведенин тĕп конфликчĕ пулса тǎрать.
Вырǎс хĕрĕ паттǎррǎн вилет, анчах чунне нимĕç йыттисене сутмасть. Çĕнтерÿ юрри пек янǎраççĕ унǎн юлашки сǎмахĕсем, совет халǎхĕн вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи пысǎк шанчǎкне уççǎн сǎнлакан йĕркесем:
…Вилмешкĕн эпĕ хǎрамастǎп. Хам халǎхшǎн вилни–телей!
Сыв пулǎр, юлташсем! Кĕрешĕр!
- Мĕнрен килнĕ-ши совет çыннисен вǎрçǎ çулĕсенчи паттǎрлǎхĕ апла пулсан?
Вĕсем хамǎр çĕр çинчен нимĕç фашисчĕсене хǎваласа ярассине ĕненнинчен, çĕнтерÿ хǎйсен аллинче пулассине шаннинчен. Çакǎ произведенин тĕп шухǎшĕ пулать.
-Сирĕн шутǎрпа, мĕнле çын паттǎрла ĕçсем тума пултарать?
Çирĕп кǎмǎллǎ; вǎй-халлǎ; çынна, халǎхне, Тǎван çĕр-шывне юратакан; çынна усǎ тǎвас текен, ыттисене йывǎр вǎхǎтра хǎй çинчен çеç шутламан çын паттǎрла ĕçсем тума пултарать.
Хайлав чĕлхин сăнарлăхĕ мĕнлерех-ши?
Ача вуласа парать.
Поэмǎри сǎнарлǎх майĕсем, мелĕсем.
Поэмǎна автор сǎнарлǎн çырнǎ. Кунтах эпитетсемпе усǎ курнǎ.
Тĕслĕхрен:
Чап-мухтав çиçсе саланчĕ
Таврана çап-çуттǎн. Метафора:
Пархатарлǎ асамачĕ
Ĕмĕр сÿнес çук ун. Ваттисен сǎмахĕсемпе усǎ курни:
Вǎрман хǎлхаллǎ: çын итлет,
Уй куçлǎ: пǎхрĕ çын. Утать. Сǎнлǎхсем:
Тулта шатǎртать декабрь…
Юр чакǎртатать…
Эпир сăмах партпăр литераторсене. Поэмă сюжечĕн уйрăмлăхĕ мĕнре-ши?
Ача каласа парать.
Произведени прологпа пуçланать. «Пролог» тенине урǎхла «ум сǎмах». Прологра вупǎрпа хĕвел тата çав вǎрçǎра Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи паттǎр çапǎçни çинчен чǎвашсен юмахне асǎннǎ.
Хĕвелпи сǎнарĕнче эпир Таньǎна куратпǎр. Тĕп ĕç пуçланиччен героиня амǎшĕнчен вǎрçа каймашкǎн пиллеме ыйтать. Çакǎ ĕç умĕ (экспозици) пулать. Тĕп ĕç вара героиня вǎрçа тухса кайнипе пуçланать. Ку ĕç пуçламǎшĕ пулать.Ăна тепĕр майлǎ завязка теççĕ. Малалла – ĕç аталанни. Кунта эпир Таньǎн паттǎр ĕçне куратпǎр. Таня тыткǎна лексен куçа-куçǎн тǎрса нимĕç фашисчĕсене питлет – ку произведени кульминацийĕ (ĕç хĕрсе çитнĕ самант). Таньǎна çакса вĕлерни – ĕç вĕçленни (развязка) пулать. Кунта эпилог та пур. Унта тĕп ĕç хыççǎн мĕн пулса иртнине сǎнланǎ. Çапла вара, произведени композиципе сюжетǎн пайĕсен йĕркине çирĕп пǎхǎннǎ.
Çакăн евĕр хайлавсем литературăра тата пур-ши?
Ача каласа парать.
III Урока пĕтĕмлетни.
Пĕрремĕш ушкăн Таня сăмахпа кластер тăвать. Иккĕмĕш ушкăн вăрçă сăмахпа, виççĕмĕш ушкăн – Тăван çĕр шыв сăмахпа.
Халĕ поэмă тăрăх интеллект-картă тăвăпăр. Пĕрремĕш ункă сирĕн хатĕр ĕнтĕ, эсир иккĕмĕш ункă çырса тухăр.
Петĕр Хусанкай ячĕ те, Зоя Космодемьянскаян та, тата ытти нумай паттăрсен ячĕпе ырă ĕçĕсем ĕмĕр пирĕн асран тухмĕç.Эпир те çакна асра тытса тупа тǎвар.
Ачасене ура çине тǎратса тупа тутарасси.
Тǎван çĕр-шыва куç шǎрçине сыхланǎ пек упрама, вĕренÿре тǎрǎшуллǎ пулма, ĕçре хастарлǎх кǎтартма, пĕр-пĕринпе туслǎ пурǎнма, çĕр-шывшǎн усǎллǎ пулма тупа тǎватпǎр.
Тǎван çĕр-шывшǎн пынǎ Аслǎ вǎрçǎ çулĕсенче чǎн пулнǎ ĕçе ĕненмелле кǎтартса Петĕр Хусанкай Зоя сǎнарĕпе пĕтĕм совет халǎхĕн таса шухǎш-кǎмǎлне тĕп-тĕрĕс çутатса панǎ. Ахальтен мар халǎхра «Таня» поэма сыпǎкĕсене 1942 çултан юрра хывса юрлама тытǎннǎ.
Зоя Космодемьянская ячĕ кашни совет çыннин чĕрине кĕрсе юлнǎ. Унǎн паттǎрлǎхĕнчен эпир паян чǎн та тĕлĕнетпĕр. Ун мухтавлǎ кĕске пурнǎçĕ çинчен юрǎсем хывнǎ, кĕнекесем çырнǎ, кинофильмсем ÿкернĕ. Чи лайǎх художниксем хǎйсен картинисенче унǎн паттǎрлǎхне çутатнǎ, скульпторсем сǎнне мрамор çине касса ÿкернĕ.Тĕслĕхрен, Зоя Космодемьянскаяна асǎнса уçнǎ палǎк Мускав-Минск автомагистралĕн 86-мĕш çухрǎмĕнче ларать. Ăна 1956 çулта уçнǎ. Хура гранитлǎ (вǎл халǎх хурлǎхне палǎртать) постамент çинче хĕр Мускав еннелле тĕмсĕлсе пǎхать.
Зоя Космодемьянскаяна сума суни унчченхи вǎхǎтра пионер дружинисем, шкулсем ун ячĕпе хисепленнинчен те курǎнать. Чылай çĕрте урамсен ячĕсене ун ятне панǎ. Пирĕн дружина та ун ячĕпе хисепленет.
Зоя Космодемьянская ячĕ халǎхра вилĕмсĕр. Ăна халǎх ĕмĕрлĕхе хǎйĕн чĕринче упрать. Вǎл çамрǎксене çутǎ малашлǎха йыхǎракан, ырǎ ĕçсем тума чĕнекен çутǎ сǎнар пулса тǎрать. Паттǎрсен ячĕсем вилĕмсĕр, пирĕн чĕрере ĕмĕр пурǎнĕç. Эпир те çакна асра тытса тупа тǎвар.
Ачасене ура çине тǎратса тупа тутарасси.
Тǎван çĕр-шыва куç шǎрçине сыхланǎ пек упрама, вĕренÿре тǎрǎшуллǎ пулма, ĕçре хастарлǎх кǎтартма, пĕр-пĕринпе туслǎ пурǎнма, çĕр-шывшǎн усǎллǎ пулма тупа тǎватпǎр.
(Доскан тепĕр кĕтессине маларах çырса хуни)
IV. Киле ĕç. «Таня – Тǎван çĕр-шывǎн паттǎр хĕрĕ» сочинени çырма хатĕрленмелле
VI. Ачасен хуравĕсене хаклани.
МБОУ «Чувашско-Бурнаевская СОШ»
Алькеевский муниципальный район
Республика Татарстан
Конспект урока по теме:
«П.П.Хусанкай «Таня»»
Учитель: Яргунина Л.Ф.
Чувашское Бурнаево, 2014 год |
|
|